Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӳлӗр хули — пиллӗ хула (Кӗмел Кӗпер)

Улӑхра утӑ ҫулаҫҫӗ,
Янратса юрӑ юрлаҫҫӗ,
Янратса юрӑ юрлаҫҫӗ,
"Ӳк-ӳк, курӑк!" — тееҫҫӗ.

"Ук-ӳк, курӑк!" — тееҫҫӗ,
Ҫависемпеле сулаҫҫӗ.
Ҫависемпеле сулаҫҫӗ,
Ҫависем ҫиҫӗм пек выляҫҫӗ.

Тӳпере вӑрҫӑ вӑрҫаҫҫӗ,
Ахлата-ахлата вилеҫҫӗ.
Ахлата-ахлата вилеҫҫӗ,
Кӑралне алӑран ямаҫҫӗ.
Авалхи юрӑ.

Сӑкӑт-паттӑр

Ҫавӑ Пӳлер хулинче
Пӑлхар патши пурӑнать.
Пур ҫӗрте те ҫар халӑх
Вӑрман пекех курӑнать.
Н.И. Шелепи.

Тискер тӑшман, пӑлхарсен пӗтӗм ҫарне уҫӑ хирте ҫавӑрса илсе ним юлми пӗтерес тесе, тем те туса пӑхрӗ. Хӑйӗн ҫӑмӑл хӗҫпе кӑна кӑралланнӑ текӗрчӗсене ярса, Ылттӑнпике йӗри-тавра ҫавӑрса илме те хӑтланчӗ. Анчах пӑлхарсем питӗ ӑста пулчӗҫ: вӗсем тӑшманӑн уйрам-уйрӑм ҫарӗсем ҫине тӗрлӗ тӗлте тапӑнчӗҫ, тутар-монголсене хайсене ялан капкӑна ҫаклатрӗҫ, каса-каса тухрӗҫ. Батыйпа Супетей урса кайса пӑлхарсене пур енчен те ҫавӑрса илме тӑрӑшрӗҫ. Ылттӑнпик вара, тӗрлӗ хусканусем туса, ялан вӗсен капкӑнӗнчен шӑва-шӑва тухрӗ.
Ҫапла, пысӑк мар ҫапӑҫусенче тӑшмана ҫӗмӗре-ҫӗмӗре, пӑлхарсем Пӳлер еннелле чакрӗҫ. Ҫапла ҫирӗм куна яхӑн иртрӗ. Акӑ ӗнтӗ Пӳлер те курӑна пуҫларӗ.
Тискер тӑшман вара, юлашки вӑйне пухса, пӑлхарсен ҫарне хулана кӗртес мар тесе, ӑна ҫавӑрса илес тесе, Пӳлер патне хӑйӗн темиҫе таманне ячӗ. Ылттӑнпик ҫакна вӑхӑтра пӗлсе ӗлкӗрчӗ. Вӑл хӑйӗн текӗрчӗсене пӗрле пуҫтарчӗ те, питӗ хӑвӑрт тапӑнса, тӑшманӑн хула патне пырса тухнӑ таманӗсене ним юлми пӗтерчӗ. Ун хыҫҫӑн вара, хулана кӗрсе, хапхасене пурне те питӗрсе илчӗ.
* * *

Пӳлер Атӑлҫи Пӑлхарстанӑн шӗкӗр хули кӑна мар, вӑл чи пысӑк, чи аслӑ хули те. Вӑл Аслӑ Ҫарӑмсана юхса кӗрекен Кӗҫӗн Ҫарӑмсанӑн сулахай ҫыранӗнче сарӑлса ларать. Ӑна пӗр енчен юханшыв, тепӗр енчен ҫӳллӗ ту хӳтӗлесе тӑрать. Хулана питӗ шутласа та виҫсе тунӑ. Вӑл тӑватӑ кӗтеслӗ. Унӑн кашни кӗтесӗ ҫут тӗнче енне питӗ тӗрӗс кӑтартать.
Пӳлер йӗри-тавра икӗ хут хӳме тытса ҫавӑрнӑ. Кашни хӳме умӗнче — тарӑн канав, вӗсенче ялан туп-тулли шыв. Тулашӗнчи хула хӳмин тӑршшӗ вуникӗ ҫухрӑмран та вӑрӑмрах. Хулан пурӗ тӑватӑ хапха. Кашни хапхаран аслӑ ҫул пуҫланать — кӑнтӑралла, анӑҫалла, ҫурҫӗрелле тата тухӑҫалла.
Хула хӳмисен кашни енне питӗ вӑйлӑ ҫирӗплетнӗ турулсем сыхлаҫҫӗ. Пӳлерте ҫӗр пин ытла халӑх пурӑнать. Чи малтан Ылттӑнпик хулара мӗн чухлӗ апат-ҫимӗҫ пуррине, хула тӑшманпа ҫапӑҫса мӗн чухлӗ тытӑнса тӑма пултарнине пӗлчӗ. Апат-ҫимӗҫ саппасӗ самаях пур. Вара вӑл хӑй керменне ҫарпуҫӗсемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсене пухрӗ.
— Эпир хулара ним те мар уйӑх ҫурӑ ик уйӑх тытӑнса тӑма пултаратпӑр, — терӗ вӑл, пухӑннисене хӑй мӗн тӑвас тенипе паллаштарса. — Ҫак хушӑра вара пирӗн Пӳлер патне пӑлхарсен пӗтӗм ҫарӗсене пуҫтарас пулать. Тӑшмана пуҫӗпех ҫапса ҫӗмӗрес тесен, пирӗн сахалтан та виҫҫӗр пине яхӑн ҫар пухмалла. Ҫавӑнпа эпӗ сире тӗрлӗ тӑрӑхсене ҫар пухма ярас тетӗп. Хуларан вӑрттӑн ҫулпа тухатӑр.
— Тен, тӗрлӗ тӑрӑхсенчи мӑрсасемпе пиксем хӑйсемех ӑнланса ҫар пухӗҫ те кунта килме тытӑнӗҫ, — терӗ пухӑннисенчен пӗри. — Эпир кунта кирлӗ. Тӑшманпа ҫапӑҫма.
— Ҫук, — килӗшмерӗ унпа патша. — Эпӗ сире патша ячӗпе ҫар пухма яратӑп. Манӑн сиртен кашни ӑҫта кайнине, мӗн чухлӗ ҫар пухма пултарнине пӗлмелле.
— Хӑшпӗр ҫарпуҫӗсем хулана кӗмесӗрех тӗрлӗ тӑрӑхсене кайреҫ мар-и? — ыйтрӗҫ темиҫен.
— Тӗрӗс. Эпӗ хушнипе каякансем пулчӗҫ. Акӑ, Упи-паттӑр хӑй тӑрӑхне, Траккине шанчӑклӑ ҫыннисене ячӗ. Вӗсем виҫӗ таман пухасса шанатӑп эпӗ. Сӑвар хулине те, Кӗрнек хулине те йыхравҫӑсем ятӑм эпӗ. Вӗсенчен те ҫарсем килессе шанатӑп. Сире вара эпӗ ытти тӑрӑхсене яратӑп.
— Чи малтан мана яр, аслӑ патша! — ури ҫине сиксе тӑчӗ Саврӑш-паттӑр. — Эпӗ Ҫарӑмсан тӑрӑхӗнчех ик-виҫӗ таман пухма пултаратӑп.
— Килӗшетӗп, — терӗ патша. — Атя, ним тӑхтаса тӑмасӑрах ҫула тух. Ӑҫтан мӗнле вӑрттӑн ҫулпа тухса каймаллине пӗлетӗн.
Савраш-паттӑр сылтӑм аллине сулахай кӑкӑрне хыттӑп ҫапса илчӗ те курӑнчаран тухса кайрӗ..
Ун хыҫҫӑн ытти мӑрсасемпе пиксем, ятлӑ-сумлӑ хула ҫыннисем, патша хушнипе хӑйсен ӑҫта каймаллине пӗлсе, туха-туха кайрӗҫ. Юлашкинчен курӑнчара пӗртен-пӗр ҫын, Ресан хулинчен таврӑннӑ Шерумпик тарса юлчӗ.
— Сана вара, Шерумпик, питӗ пысӑк, питӗ кирлӗ ӗҫ хушатӑп, — терӗ патша. — Эсӗ манӑн шанчӑклӑ ҫын. Монголсем патӗнче те пулнӑ, вӗсен чӗлхине те, йӑли-йӗркине те, вӗсем мӗн ӗмӗтпе пурӑннине те питӗ лайӑх пӗлетӗн. Санӑн халь вырӑс ҫӗрӗсем урлӑ та иртмелле. Вырӑсла та лайӑх калаҫатӑн. Вӗсен патӗнче пурӑнса, вӗсен йӑли-йӗркине те вӗрентӗн.
— Мӗн тумалла манӑн, аслӑ патша?
— Чи малтан Атӑл леш енне кайса Сӑкӑт паттӑра шыраса тупмалла. Вӑл унти мӑрсасемпе пиксене, паттӑрсемпе пӳлевсене пурне те ҫӗклетӗр те пӗтӗм ҫарӗпе Атӑл ку енне каҫтӑр. Каласа ӑнлантар, пӗтӗм ҫарсем пуҫтарӑнсан, пурте пӗрле тискер тӑшмана Пӳлер хӳмисем патӗнчех ҫапса ҫӗмӗретпӗр.
— Итлетӗп, аслӑ патша, — терӗ Шерумпик. — Эсӗ мӗнле каланӑ, ҫавӑ пулать.
— Ку эпӗ хушассин пуҫламӑшӗ кӑна-ха, — терӗ патша Шерумпика чарса. — Кун хыҫҫӑн вара санӑн тепӗр пысӑк ӗҫ тумалла. Сӑкӑт-паттӑрпа калаҫса татӑл, пысӑк мар текӗрт патӑр вӑл сана. Чи маттур эккелсем пулччӑр унта. Ҫав текертпе санӑн вара Тӑнай ҫинчи хамӑр тӑвансем патне тухса каяс пулать. Унти пӑлхарсен патшипе тӗл пулса калаҫ. Пире пулӑшма ҫар патӑр. Ҫав ҫарпа вара часрах каялла таврӑн. Туятӑп: пире вӗсем пулӑшни те кирлӗ пулать. Тӑнай ҫинчи пӑлхарсем халӗ питӗ вӑйлӑ. Вӗсен патши — Иван-Ассен, Купрат патша йӑхӗнченех. Тӑванлӑха ҫирӗп упракан патша вӑл. Пире пулӑшатех.
— Итлетӗп, аслӑ патша, — терӗ пуҫ тайса Шерумпик. — Эсӗ каланине пӗтӗмпех тума тӑрӑшатӑп.
— Паянах ҫула тух, — хушрӗ патша. Мӗнле вӑрттӑн ҫулпа хуларан тухмаллине сана кӑтартаҫҫӗ. Эпӗ сана, тусӑм, питӗ шанатӑп... Ҫавӑнпа ӗнтӗ сана пулӑшма хамӑн тепӗр шанчӑклӑ ҫынна Итурая яратӑп. Итурай ман элемҫӗ пулнӑ. Тӑшмансене те, туссене те лайӑх пӗлет. Иксӗр пӗрле эсир темӗнле пысӑк ӗҫ те тума пултаратӑр. Ҫак сӑмахсене кӑна кӗтнӗ пек курӑнча алӑкӗ уҫӑлса кайрӗ те пӳлӗме Итурай кӗрсе тӑчӗ.
— Акӑ, хӑй те килсе ҫитрӗ, — савӑнчӗ патша. — Паллашӑр та тӳрех ҫула тухма хатӗрленӗр. Итурай хуларан тухмалли вӑрттӑн ҫула лайӑх пӗлет...
* * *

Монголсем, ӑҫтан тапӑнса кӗмелле-ши тесе, малтанхи икӗ кун хула тавра ҫӳрерӗҫ. Виҫҫӗмӗш кунне вара хулана туртса илес тесе тапӑнма шутларӗҫ. Тухӑҫьен хапха патӗнчи вырӑн тапӑнма лайӑхрах терӗҫ пулмалла вӗсем. Пин-пин монгол кӑшкӑра-кӑшкӑра хула хӳми ҫине хӑпарса кайма тӑчӗҫ. Анчах вӗсен ӗҫӗ ӑнмарӗ. Хулана хӳтӗлекенсем ҫӑмӑллӑнах вӗсене ухӑпа пере-пере ӳкерчӗҫ. Пин-пин ҫыннине ҫухатса, монголсем чакса кайрӗҫ.
Тепӗр кун ирхине Ылттӑнпик чи ҫӳлле хыпар-турул ҫине хӑпарса монголсен тапӑрне сӑнама тытӑнчӗ. Ӗнерхи ӗҫ ӑнӑҫманнипе монголсем урса кайнӑ: вӗсен пысӑк мар текӗрчӗсем таврари ялсене ҫунтарса-ҫаратса ҫӳреҫҫӗ. Унта та кунта вут явӑнать. Ҫавна курса, Ылттӑнпик чунӗ-чӗри пӑчӑртана-пӑчӑртана ыратрӗ. Анчах халлӗхе ним тума та ҫук. Акӑ, часах тӗрлӗ тӑрӑхран кунта пӑлхарсен ҫарӗсем килме тытӑнаҫҫӗ. Ун чухне Ылттӑнпик путсӗр тӑшмансене ӑс вӗрентет-ха.
— Атте, эсӗ кунта-и? — илтӗнчӗ сасӑ. — Ятарласа санпа калаҫма килтӗм. Пачман иккен. Ылттӑнпик чӗрине темле халиччен пулман ырӑ туйӑм пырса ҫапрӗ. Чылайранпа ӗнтӗ Пачман атте тесе каламанччӗ.
— Атя, ирт! — чӗнчӗ вӑл Пачмана. — Тӑшман епле иртӗхнине пӑхатӑп.
— Шалчи тулатех-ха ҫав путсер монголсен! — тарӑхса каларӗ Пачман. — Авӑ, пӑхсам, атте, куратӑн-и, сӑрт ҫумӗнче пысӑк юрттӑ. Ман шутпа, Батый-хан юртти вӑл. Ирӗк пар, атте. Ҫӗрле, пурте ҫывӑрса кайсан, эпӗ хамӑн чи чаплӑ пиннипе, хуларан тухса, монголсене тапӑнасшӑн. Систермесӗр, пурте ҫывӑрнӑ чухне. Монголсем тӑна кӗрсе ҫитиччен ҫав юртта патне ҫитетпӗр эпир. Батый пуҫне касатпӑр.
Ылттӑнпик шухӑша кайса тӑчӗ.
— Питӗ хӑюллӑ шухӑш, — терӗ юлашкинчен. — Анчах...
— Ҫук, ҫук, атте, — чарчӗ патшана Пачман. — Пурте йӗркеллех пулать. Эпир пурте ырӑ-сыввӑн таврӑнатпӑр...
* * *

Кӗрхи каҫ хуп-хура. Майӗпен-майӗпен хула ҫывӑрма выртрӗ. Хуралсем кӑна ҫывӑрмаҫҫӗ. Акӑ, тӑшман тапӑрӗнче те пурте лӑпланчӗҫ ӗнтӗ.
Каҫӗ ятарласа Пачман валли пекех: сӗм тӗттӗм, тӳпере ҫӑлтӑрсем те пулин ҫук.
Шӑппӑн кӑна хула хапхи уҫӑлчӗ. Пачман ертсе пыракан таман хӗҫсемпе те чукмарсемпе ҫеҫ кӑралланса, утсемсӗр, ҫуран, хула леш енне тухрӗ. Ним сӑмах чӗнмесӗр, систермесӗр, харӑссӑн тапӑнчӗҫ вӗсем ӑшӑ ыйхӑпа ҫывӑракан тӑшмансем ҫине. Тӑшман хуралӗсем ҫапла пӑлхарсем хуларан тухса хӑйсене тапӑнма пултарасси ҫинчен шухӑшламан та пулас. Вӗсем хӑйсем ҫине темле усалсем тапӑнчӗҫ тесе шутларӗҫ пулмалла. Хирӗҫ те тӑраймарӗҫ, ҫывӑракан монголсене тӑратса та ӗлкереймерӗҫ. Хирӗҫ пулнӑ тӑшмансене каса-каса е тата чукмарсемпе ҫапа-ҫапа ӳкерсе, Пачманпа унӑн пиннийӗ Батый юртти тесе шутланӑ ҫӗре ҫитрӗ. Пӗр самантра пӑлхарсем юрттӑра пуррисене касса тухрӗҫ те юрттине вут чӗртрӗҫ. Ку хушӑра монголсем те тӑна кӗрсе ҫитрӗҫ пулмалла. Вӗсем пӑлхарсен пиннине хупӑрласа илме тытӑнчӗҫ. Анчах ку тӗле пӑлхарсем хӑйсем мӗн тӑвас
тенине туса ӗлкӗрнӗччӗ ӗнтӗ — Батый юртти тесе шутланӑ юрттӑна ҫунтарса янӑ, унтисене пурне те касса тухнӑ.
— Чакатпӑр! — кӑшкӑрса ячӗ Пачман, ӗҫе кирлӗ пек тунӑшӑн савӑнса. — Пурте каялла, хуланалла!.. Хуланалла!.. Чакатпӑр!..
Хӑйсене ҫавӑрса илме хӑтланакан монголсене ҫапа-ҫапа сирпӗтсе, пӑлхарсем хула еннелле чакма тытӑнчӗҫ. Нумай тӑ вӑхӑт иртмерӗ, вӗсене хула хапхи патӗнчи текӗрт кӗртсе илчӗ. Икӗ текӗрт пӗрле монголсене сирсе ывӑтрӗҫ те хула хапхинчен кӗрсе ҫухалчӗҫ. Монголсен тапӑрӗнче вара — вӗҫӗ-хӗррисӗр кӑшкӑрашу, вут-ҫулӑм, утсем кӗҫенни...
* * *

Пачман эккелӗсем, каялла хуланалла чакнӑ чухне, темиҫе монгол ҫыннине хӑйсемпе пӗрле тытса кӗме те ӗлкӗрнӗ иккен. Вӗсене тӳрех Ылттӑнпик патша патне илсе пычӗҫ.
— Ҫунтарса янӑ пысӑк юрттӑ Батый ханӑн-и? — ыйтрӗ вӗсенчен патша. — Батый-хан хӑй унта пулнӑ-и?..
— Ҫук, — терӗҫ пӗр харӑс тыткӑна лекнӗ монголсем. — Батый-хан юртти хулан анӑҫ енче. Ку вӑл Кулькан-хан юртти.
— Кулькан? — тӗлӗнчӗ Ылттӑнпик. — Чингиз-ханӑн кӗҫӗн ывӑлӗ-и?
— Ҫавӑ.
— Эппин, эпир Кулькан-ханӑн юрттине ҫунтарса ярса унти ҫынсене касса тухрӑмӑр иккен, — кулянчӗ Пачман. — Шел, путсӗр Батый пирӗн хӗҫсене тутанса пӑхаймарӗ. Юрӗ, ун валли те вӑхӑт ҫитӗ-ха.
* * *

Ылттӑнпик халӑхпа калаҫма, пӳлерсене тӑшмана хирӗҫ хастаррӑн кӗрешме хавхалантарас тесе, хулана тухас терӗ.
Хӑйӗн керменӗ патӗнчи аслӑ лапра халӑх пуҫтарӑннӑ. Патша унталла пычӗ те лап варринче ларакан Кул Алие курчӗ. Вӑл аллинчи шӑнарӗпе выляса кӑссай юрлать:
Ылттӑн хӗвел тӳпене ҫӗкленет,
Ҫутӑ кун тӗнчене килет.
Пачман тӑшмана хирӗҫ кайма хатӗрленет,
Пачман кӗрешӗве тухма хатӗрленет:
Чи малтан тӑхӑнать кӳпине —
Аслӑ Пӳлерте туна ҫирӗп кӳпине;
Кӳпи унӑн вӑрӑм,
Чӗркуҫҫи таран,
Аллине хуплать
Чавси таран.
Унтан ҫакать кӑкӑрӗ умне
Ҫап-ҫаврака сайссине.
Сайсси кӑкӑра хуплать
Сӑнӑран,
Анкартан,
Ҫӗмренрен,
Хӗҫрен;
Сайсси ҫапӑҫура питӗ пулӑшать.
Ун хыҫҫан Пачман сапар тӑхӑнать,
Енси ҫине майссине ярать.
Ун хыҫҫӑн ҫичӗ тӗрлӗ кӑрал илет,
Кӑралне суйлама пӗлет:
Алтаспан кирлӗ ӑна,
Сӑнӑ кирлӗ ӑна,
Анкар,
Ухӑ-ҫӗмрен,
Чукмар,
Сивалккӑпа тӗрен.
Тимӗр-кӑвак утне утланать,
Текӗртне ҫула тухма хушать...

"Кайман иккен, — шухӑшласа илчӗ Ылттӑнпик, — ниҫта та кайман. Пуҫне ҫухатасшӑн-и-ха ӗнтӗ вӑл кунта юлса?.."
Патша Кул Алие, унпа пӗрле тата темиҫе ватӑ ӑсчаха хуларан варттӑн ҫулпа тухса ҫурҫӗрти тӑрӑхсене кайма хушнӑччӗ: "Эсир пирӗн халӑхӑн чапӗ, пуласлӑхӗ", — тенӗччӗ. Эппин, Кул Али хуларан тухса кайман иккен. "Курса калаҫас пулать. Укӗтлесех ӑна хуларан кайма калас. Халех, май пур чухне..."


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-09-17 12:05:55 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2998 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем